30.10.12. Прошли открытые совместные уроки учителей чувашского языка и литературы Ю.Е.Кузьминой, И.Н.Антоновой, посвященные творчеству юбиляра, поэта-земляка Н.Г.Ершова. Участие в творческой презентации приняли учащиеся 5-а и 7-б классов.
На уроках принимал участие поэт – юбиляр Николай Гаврилович Ершов (Николай Янгер). Перед учащимися с презентацией о жизни и творчестве Николая Гавриловича Ершова выступила зав. отд. обслуживания библиотеки МБУК «Межпоселенческий информационно-культурный центр» Светлана Аверкиевна Гурьева, наш частый и желанный гость.
Николай Гаврилович Ершов, поэт и мыслитель, наш земляк
Юпан 11-мĕшĕнче РФ Журналистсен Союзĕн пайташĕ, Красноармейски районĕн Н.Янкас ячĕллĕ литературăпа ӳнер тата культура пĕрлĕхĕн активлă ĕçченĕ, Н.Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ Николай Гаврилович Ершов (Янгер) сăвăç 70 çул тултарать. Мухтавлă ентешĕмĕре сума суса районти Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕ районти шкулсенчи çамрăк сăвăçсен конкурсне ирттерме палăртрĕ. Вăл авăнăн 15-мĕшĕпе юпан 15-мĕшĕччен пырать. Унта сăвă çырма кăмăллакансем хутшăнаççĕ.
Конкурса хатĕрленĕ материалсене чи малтан шкулсенчи литература кружокĕсенче пăхса тухаççĕ. Кăтартусене Н.Ершов ячĕллĕ конкурса хатĕрленсе ирттерекен ятарлă комисси пĕтĕмлетет.
Сăвăсене Красноармейски районĕн хаçат редакцине çитермелле. Чи лайăххисене «Ял пурнăçĕ» хаçатра вырăн параççĕ.
Конкурсра малтанхи виçĕ вырăн йышăннисене Николай Ершов хăй ячĕллĕ дипломпа тата премипе чыслать.