ПОЗДРАВЛЯЕМ победителей конкурса «Мир рекламы – 2019» («Реклама тӗнчи – 2019»)

                     2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑваш чӗлхине малалла аталантарас, халӑх хушшинче сарас, пултаруллӑ шкул ачисене тупса палӑртас, ачасен пултарулăхне йĕркелеме тата вĕсене аталантарма учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарас тӗллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институтӗнче «Реклама тӗнчи» конкурс иртрӗ.

Конкурс ҫӗнтерӳҫисене 8 номинаципе палӑртрӗҫ:

– «Чи лайӑх буклет»;

– «Чи лайӑх афиша»;

– «Чи лайӑх буктрейлер»;

– «Чи лайӑх социаллӑ реклама»;

– «Чи лайӑх социаллӑ плакат»;

– «Шупашкар 550 çул тултарнине халалланă чи лайăх социаллă реклама»;

– «Чи лайӑх коммерци реклами»;

– «Чи лайӑх видеоролик».

Конкурс хыҫҫӑн Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕн преподавателĕ А.С. Абрамов реклама хатĕрлес вăрттăлăхсемпе паллаштарса ăста урокĕ ирттерчĕ.

Çӗнтерӳҫӗсене чӗререн саламлатпӑр, малалла та ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.

 

В списке победителей конкурса «Мир рекламы – 2019» («Реклама тӗнчи – 2019»)

Номинация «Лучшая коммерческая реклама»:  Андреева Ульяна МБОУ «Траковская СОШ» Красноармейского района. Руководители: Кузьмина Ю.Е. Федорова И.М.

 

ПОЗДРАВЛЯЕМ! И желаем дальнейших творческих успехов!