Учителя чувашского языка и литературы напоминают школьникам о Дне чувашской вышивки.

   Чăваш тĕррин кунĕ ячĕпе саламлатпăр!  Сегодня учителя чувашского языка и литературы напоминают школьникам о Дне чувашской вышивки.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çирĕплетнĕ указпа килĕшÿллĕн паян, чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче,  Чăваш тĕррин кунне уявлатпăр. Çак кун 1914 çулта паллă тĕрĕ художникĕ Екатерина Ефремова çуралнă.  Вăл халăх искусствине аталантарас тĕлĕшпе нумай вăй хунă, Чăваш Енре тĕрлес йăла-йĕркене сыхласа хăварас енĕпе ырми-канми тăрăшнă.

Чăваш Республикинче  тата диаспорăра уява анлă паллă тăваççĕ. Шкулсенче те ăста урокĕсем, конференцисем,  куравсем, акцисем ирттереççĕ.
Вĕсенче чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне уçаççĕ, чӑваш тӗррине паянхи тӗнчепе ҫыхӑнтараççĕ, унăн сумне çĕклеççĕ.