«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕ пуçланчĕ.

«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕ пуçланчĕ.

В съемках конкурсного видеоролика приняла участие Васильева Екатерина 7б класса,  воспитанница учителя чувашского языка и литературы И.М. Федоровой.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви 2022 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттерет.

Конкурс тĕллевĕ – пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацийĕсенче вĕренекен ачасене тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшасси.

Конкурса 7-8-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнаççĕ.

Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ 2022 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕччен иртет. Хутшăнма кăмăл тунă ачасене тата вĕсене ертсе пыракан учительсене конкурс ĕçĕсене çуллахи каникул вăхăтĕнче е авăн уйăхĕн пĕрремĕш эрнинче хатĕрлеме сĕнетпĕр.

Тимлĕ пулăр, конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне хутшăнакансен заявкисене шкул ертÿçи алă пусса çирĕплетмелле, видеороликсемпе пĕрле район е хула администрацийĕн вĕренÿ пайне авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен ярса памалла.

Тулли информаципе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче паллашма пулать.

Ыйтса пĕлмелли мелсем:

E-mail: chrio18@rchuv.ru ; chrio6@cap.ru 

Телефон: 8(8352)45-99-96.