Воспитанники И.М. Федоровой, учителя чувашского языка и литературы, приняли участие в муниципальном этапе республиканского конкурса «Упрар тăван чĕлхемĕре». И заняли I место.
Это Борисова Анна 6б класса и Николаева
Валерия 5б класса.
Пожелаем
юным чтеца успехов на республиканском этапе!
Чăваш Республикин вĕренÿ тата
çамрăксен политикин министерстви Вĕрентекен тата наставник çулне халалланă
«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсне ирттерет. Конкурса йеркелесе
пыраканĕ – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ.
Конкурс тĕллевĕсем: пĕтĕмĕшле
пĕлÿ паракан организацисенче вĕренекен ачасене хăйсем чăваш пулнине кăтартма,
чăваш чĕлхине тата лайăхрах пĕлме пулăшасси; яш ачасен хăйсем мĕнле çĕр-шыв
гражданинĕ пулнине ăнланса илме май паракан тĕп компетенцисене аталантарасси;
шкул ачисен монолог тата диалог формипе чăвашла калаçас ăсталăхне туптасси;
ачасен халăх умĕнче калаçас хăнăхăвне аталантарасси.
Конкурса хутшăнакансем
Конкурса Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă
вĕренӳ организацийĕсен 5-6-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхи вĕренекен
ачасем хутшăнаççĕ.
Конкурса хутшăнмалли темăсем
«Тавах сана, вĕрентекенĕм» (Благодарим, учитель, Вас)
«Ачалăх – телейлĕ тĕнче» (Детство – счастливая пора)
«Тăван енĕм паттăр çынсемпе пуян» (Богат наш край
героями).
Конкурсантăн çак темăсенчен
пĕрне суйласа илсе калаçмалла. Видеокалаçу
2–4 минут тăсăлмалла.
Конкурс чăвашла иртет. Конкурса хутшăнакансен чăвашла
анчах калаçмалла.
Конкурс икĕ тапхăрпа
иртет:
1-МĔШ ТАПХĂР – муниципалитет
тапхăрĕ – районта е хулара 2023 çулхи нарăс (февраль) уйăхĕн 28-мĕшĕччен
иртет.
Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне район е хула администрацийĕн
вĕренӳ управленийĕсем ирттереççĕ.
Педагогсене пĕлсе тăма! Конкурса
хутшăнмалли заявкăна видеофайлпа пĕрле вырăнти район е хула администрацийĕн
вĕренӳ пайне ярса памалла. Заявкăна вĕренӳ организацийĕн (шкулăн) пуçлăхĕ алă
пусать.
2-МĔШ ТАПХĂР – республика
тапхăрĕ 2023 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕччен кĕретсĕр (заочно) иртет.
Конкурсăн 2-мĕш тапхăрне хутшăнма районта е хулара малти
вырăна тухнă 2 ачана ирĕк параççĕ: 5-мĕш класра вĕренекен 1 ача, 6-мĕш класра
вĕренекен 1 ача.
Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен:
5-мĕш класра вĕренекен 3 ача, 6-мĕш класра вĕренекен 3
ача.
Районта е хулара малти вырăна
тухнă ачасен калаçăвне видео евĕр ӳкерсе илмелле. Çак видеофайла yandex е mail тӳлевсĕр
усравлăха (бесплатное облачное хранилище на yandex или mail) вырнаçтармалла.
Видеоматериала вырнаçтарнă адреса заявкăра палăртса (1-мĕш хушăм) Чăваш
Республикин вĕренӳ институтне chrio18@rchuv.ru адреспа конкурс
тата район/хула ятне кăтартса (Аликовский_Ораторское мастерство_2023),
пуш уйăхĕн 2-мĕшĕччен çак материалсене ярса памалла:
Конкурсăн республика тапхăрне
хутшăнакансен списокĕ (Wort тата pdf форматсемпе);
Конкурс положенине
тивĕçтерекен видеоматериал (ссылка на видеовыступление);
Ача çинчен калакан даннăйсемпе
усă курма ирĕк паракан заявлени (согласие на обработку персональных данных)
(2-мĕш хушăм).
2023 çулхи пуш уйăхĕн
14-мĕшĕччен Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче конкурса
пĕтĕмлетеççĕ, конкурс çинчен информаци институт сайтĕнче (www.chrio.rchuv.ru) пулать.
Конкурса йĕркелекенсен адресĕ:
428001 Шупашкар хули, М.
Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, 217-мĕш
(регион аталанăвĕн центрĕ).
Телефон: 8(8352)45-99-96
E-mail: chrio18@rchuv.ru