Участие в научно практической конференции «Янкас вулавӗсем», посвященной Году педагога и наставника.

Участие в научно практической конференции «Янкас вулавӗсем», посвященной Году педагога и наставника.

Паян Чӑваш наци конгресӗн Трак енри уйрӑмӗн ӗҫ йӗркипе килӗшӳллӗн округри Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗпе пӗрле Вӗрентекен ҫулталӑкне халалласа "Янкас вулавӗсем" наукӑпа таврапӗлӳ конференцийӗ пулчӗ.

Вӑл кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртрӗ. Конференцие хутшӑннисем Трак енри Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗсен педагогикӑри сумлӑ ӗҫӗсем ҫинчен калаҫрӗҫ. Чӑннипех те мухтавлӑ та хисеплӗ ентеш-вӗрентекенсем. Сӑмах май каласан, "Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ" ятпа тӗрлӗ вӑхӑтра пурӗ 12 ҫынна чысланӑ, "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ" ята вара 44 вӗрентекен тивӗҫнӗ.

Вӗсем - Трак енӗн кун-ҫулне пуянлатакансем, вӗсем - ҫитӗнекен ӑрӑва ӑс-хакӑл парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратакансем.


Эпир вӗсемпе мухтанатпӑр.