Поздравляем творческий коллектив 4б класса и классного руководителя И.В. Афанасьеву, призеров республиканского фестиваля «Искорка дружбы» - 2023!

Поздравляем творческий коллектив 4б класса и классного руководителя И.В. Афанасьеву, призеров республиканского фестиваля «Искорка дружбы» - 2023!

Подведены итоги фестиваля «Искорка дружбы» - 2023.

 Информацией об итогах можно ознакомиться на сайте института образования: https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/tuslh-hlhem-festivaln-nteruisem-pall

Желаем вдохновения и дальнейших творческих успехов.

Всем участникам республиканского этапа фестиваля направлены сертификаты.

«Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн çĕнтерӳçисем паллă.

Тăван чĕлхепе культурăна малалла аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин хĕрарăмсен союзĕпе пĕрле Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль ирттерчĕ.

              Фестиваль икĕ тапхăрпа иртрĕ: муниципалитет тапхăрĕ тата республика тапхăрĕ. Фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрне Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренӳ организацийĕсен 1-4-мĕш класĕсенче вĕренекен кашни ача хăй кăмăлĕпе хутшăнма пултарчĕ. Иккĕмĕш тапхăра хутшăнма муниципалитет шайĕнче мала тухнă ачасене ирĕк пачĕç. Жюри пурĕ 116 видеролик пăхса тухрĕ, вĕсен шутĕнче Тутар, Пушкăрт Республикисенчен тата Ульяновск облаçĕнчен пурĕ 20 номер пулчĕ. Ачасем çĕннине пĕлес, хăйсен пултарулăхне кăтартас тесе нумай тăрăшни, педагогсем ачасене май пур таран пулăшни курăнать. Чунра çунакан хĕлхем пурин те палăрать. Паллах, çитменлĕхсем те çук мар. Вĕсене пĕтерес тесен вĕрентекенсен чăваш ташши-юрри хăйне евĕрлĕхне, чăваш тумне тăхăнас уйрăмлăхсене шута илмелле.

Фестивале хутшăннă ачасемпе вĕсен вĕрентекенĕсене ĕçĕшĕн, иксĕлми хастарлăхĕшĕн пурне те чĕререн тав тăватпăр, малашне те çитĕнӳсем тума çирĕп сывлăх, çĕнĕ хавха сунатпăр.

           Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсен дипломĕсене Чăваш Республикин вĕренӳ институтне (Шупашкар хули, М.Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 217-мĕш пÿлĕм) апрелĕн 15-мĕшĕ хыççăн кĕрсе илме ыйтатпăр. Сертификатсем электрон форматпа пулаççĕ, вĕсене заявкăра кăтартнă адреспа ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен ярса пама палăртнă. 

Йĕркелӳ комитечĕ: Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ,

телефон: 8(8352)45-99-96

e-mail: chrio4@rchuv.ru