«И.
Я. Яковлев - Аслӑ Вĕрентекенĕмĕр».
Сегодня старшеклассники, классного содружества 8а (классный руководитель Н.В. Николаева) и 8в (классный руководитель О.С. Аркадьева) классов, приняли участие в торжествах празднования 175- летия И.Я. Яковлева в РДК. Прошел краеведческий час "Иван Яковлев - великий педагог".
Паян,
ака уйӑхӗн 24- мӗшӗнче, Красноармейски салинчи культура
ҫуртӗнче чӑваш чӗлхи кунне тата И. Я. Яковлев
çуралнӑранпа 175 çул çитнине халалланӑ - «И. Я. Яковлев - Аслӑ
Вĕрентекенĕмĕр» уяв иртрĕ.
Уява
культура ĕçченĕ Надежда Филиппова уҫрӗ. Чӑваш чӗлхи
кунӗпе саламларĕ ҫапла каларӗ: « Тӑван чӗлхене упрасчĕ,
чӑвашлӑха упраса аталантарса пырасчĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче
пирĕн пысăк уяв — эпир Чăваш чĕлхи кунне тата Иван Яковлевич
Яковлев чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, аслă вĕрентекенĕмĕр 175 çул
çитнине уявлатпӑр» .
Тĕп вулавӑш
ĕçченĕ Светлана Гурьева чӑваш чӗлхи кунне тата И.Я.
Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа
йӗркеленӗ «Аслӑ вӗрентекенӗмӗр» презентаципе паллаштарчӗ.
Историпе
краеведени музейӗн ӗҫченӗ Валентина Тихонова
чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан хисеплӗ ҫыннӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе пархатарлӑ
ӗҫӗ-хëлӗ ҫинчен тӗплӗн Трак тата Красноармейски вĕренекенĕсене
каласа кӑтартрӗ. Уяв кӑмӑллӑ та
хаваслӑ иртрӗ.