Тĕнче Хуçи пилĕпе, ашшĕ-амăш чун-чĕри хавалĕн хăвачĕпе çуралать çын çĕр çине телей курас ĕмĕтпе. Унăн кунĕ-çулĕнчи ăраскал çӳпçийĕнчи тивлет тупри малашра мĕнле шайра пуласси ашшĕпеле амăшĕн кăмăлĕпе, ăсĕпе, пурăнăçăн анлăхне туйма-курма пĕлнипе тӳрĕ майпа çыхăнать — çак чăнлăха, тăнлăр-ха, мĕнпурне пĕлсе тăран аслă шайри ăслăлăх та сăмахсăрах йышăнать.
Атте-анне ырлăхне, савнă ачи-пепкине юратса парнелекен кăмăл-сипет хаклăхне мĕнле картса пăхайăн, мĕнпе виçсе хаклайăн. Шел те, ăшă пиллĕх шайлăхне ятарласа кăтартма, ырлăх вăйне палăртма çук, паман çав, тупата, нимле виçе-тараса, çук унашкал мăскал та.
Тĕлĕнтермĕш туйăмăн, Турă панă асамăн никĕсĕнче — çураçу, вĕçсĕр-хĕрсĕр юрату. Хĕрӳ чĕрин ăшшине, кăмăл-туйăм тĕшшине атте-анне пурнăçра нимĕскер хăвармиччен, тумлам-пĕрчĕ юлмиччен ачисене пехиллет, ыр çын пулса ӳсчĕр тет. Хăйĕн çинчен пĕтĕмпех манса кайма хистекен вышкайсăр юратăвăн, ăшă пиллĕ туйăмăн тымар тĕпĕ — çынлăхра, несĕл панă чунлăхра. Унăн вара йĕрĕсем — йăх-тымарăн паллисем — упранаççĕ халăхра, ламран лама куçакан, пин-пин çул шутланакан хаклă, тăван йăлара. Эппин, эсĕ туйрăн-и, атте-анне чун-чĕри хăйĕн йăхĕн юнĕпе, ăсĕпе те чунĕпе тачă тăрать çыхăнса, халăхлăхне палăртса.
Атте — кил-çурт тĕрекĕ, анне — тĕпел илемĕ. Çак икĕ чун çумĕнче, хунтă евĕр хӳттинче кашни çынах тĕнчере пулать тулли телейлĕ. Урăх сăмах кирлĕ мар, палăртсах çапла калар — атте-анне пурнăçра парнеленĕ ырлăха иртсе пыран кун-çулра вуншар хутчен вăйлатса сумлăн тавăрса парар! Вĕсем ăна тивĕçлĕ — çăкăр-тăвар хисепĕ яланах вĕт ик енлĕ.
Валерий Питрав, прозӑллӑ сӑвӑ